Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лисина Ева Николаевна

Лисина Ева Николаевна — хальхи чӑваш ача-пӑча ҫыравҫи, Библи куҫаруҫи. 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26 Патӑрьел районне кӗрекен Именкасси ялӗнче вӗрентӳҫӗ кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Кун-ҫулӗ

Тимирязев ячӗллӗ ял хуҫалӑх академийӗнче агроном-биолога вӗреннӗ. Мускав патшалӑх университечӗн ӳсентӑран пахчинче, ют ҫӗршыв литературин вулавӑшӗнче, Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗрентӳҫӗре ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта Библи куҫарӑвӗпе пурӑнать. 1991 ҫулта Франкфурт Кӗнеке Ярмӑрккинче (Frankfurter Buchmesse) «Нимӗҫ хумӗ литература парнине» (Deutsche Welle Literature Prize) ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Ҫӑкӑр чӗлли» калавӗшӗн тивӗҫнӗ. Асӑннӑ калав тӑрӑх ӑнӑҫлӑ радиопьеса та йӗркеленӗ.

Г.Н. Айхи сӑвӑҫпа Луиза Юманкка илеме вӑйлӑ туякан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳкерӳҫӗн йӑмӑкӗ.

Ӗҫӗсем

Ева Лисина чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ нумай калав, юмах, повесть, пьеса авторӗ. Чӑвашла А.Н. Островский, Э. де Филиппо, П.Гаринеи, Ю. О’Нил тата ытти ҫыравҫӑ хайлавӗсене куҫарнӑ.
«Ҫӑкӑр чӗлли» калав чи палли. Вӑл Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче выҫӑпа вилнӗ Ҫӗньял ачисене асӑнса 1970 ҫулта ҫырнӑ. Калав нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем

  • ...
  • Лисина Е. Ҫӑкӑр чӗлли. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар. Чӑваш кӗнеке издательстви. 1994. ISBN 5767007640.
  • Лисина Е. Ҫӗньял ачисем. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2004. ISBN 5767014027.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-12-16 15:28:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 17465 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем